Республикӑри пилӗк хулара та виҫӗ районта шкулта ӗҫлекенсен шалу фондне пӗчӗклетӗҫ. Кун пирки нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин ятарлӑ хушу кӑларни пирки «Ман хула Шупашкар» портал пӗлтерет.
Ҫав хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Улатӑр хулисенчи тата Вӑрнарпа Шӑмӑршӑ районӗсенчи шкул ӗҫченӗсен шалу фончӗ пӗчӗкленӗ. Чи нумаййи Ҫӗнӗ Шупашкарсенне чакарӗҫ: 24,8 миллион тенкӗ. Ун хыҫӗнчен — Канаш (20,1 млн), Шупашкар (17,9 млн), Ҫӗмӗрле (5 млн), Вӑрнар районӗ (2,3 млн), Шӑмӑршӑ районӗ (997,5 пин) тата Улатӑр (770,7 пин).
Ҫав вӑхӑтрах республикӑра, пӗтӗмӗшле илсен, педагогсен шалӑвӗн фончӗ 105,5 млн тенкӗ пысӑкланӗ. Пуринчен те ытларах вӑл Патӑрьел, Тӑвай тата Комсомольски районӗсен ӳсмелле.
Чӑваш Енри арҫынсем ӗҫлесе илнӗ укҫана мӗнле тӑкаклаҫҫӗ? Ҫакна пӗлес тесен Чӑвашстат тӗпчевне тишкермелле. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн ведомство арҫынсен кӗсйине «кӗрсе» пӑхнӑ.
Чӑваш Енри арҫынсем укҫан пысӑк пайне, шалӑвӑн 28 процентне, апат-ҫимӗҫ туянса пӗтереҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – машина, кил-ҫурта хӑт кӳме тата юсама япала туянасси (11-13 процент). Чӑваш Ен арҫынӗсем пульницӑна ытлах ҫӳремеҫҫӗ, ҫавна май ку тӗлӗшпе укҫа та сахал тӑкаклаҫҫӗ – ӗҫ укҫин 3 процентне кӑна пӗтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсене пӑхма кӑмӑлламаҫҫӗ.
Чӑвашри арҫынсем ӑҫта канма юратнине те пӗлнӗ экспертсем. Вӗсем бильядла тата боулингла выляма юратаҫҫӗ.
Ведомство специалисчӗсем арҫынсем ӑҫта ытларах ӗҫлесе илнине те тӗпчесе пӗлнӗ. Чукотка автономи округӗнче вӑй хуракансем пуянрах иккен: вӗсен «таса» ӗҫ укҫи вӑтамран 61 пин тенкӗпе танлашать. Мускавра тата Магаданра ӗҫлекенсем 53 тата 50,3 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче теплицӑсем пулӗҫ. Вӗсем кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта хута каймалла.
Теплицӑсенче пахча ҫимӗҫ ӳстерӗҫ. Хальхи йышши теплицӑсем тума 6 миллиард тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Шупашкар районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центр пахча ҫимӗҫ ӳстерекен ҫынсене пухма тытӑннӑ. Теплицӑсенче ӗҫлеме пуҫлакан ҫынсене Кӳкеҫ поселокӗнче утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче «Нива» вӗренӳ центрӗнче вӗрентӗҫ. Вӗсене стипенди тӳлӗҫ, ҫул укҫине саплаштарӗҫ.
Теплицӑсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ сахал мар пуласса шантараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, агроном 45 пин тенкӗ илӗ. Пахча ҫимӗҫ ӳстерекенсен ӗҫ укҫи 15 пин тенкӗрен кая мар пулӗ.
Ӗҫе илнӗ чухне чи кирли – аллерги ҫукки. Теплицӑсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫлеме тытӑнасси пирки «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтерет.
Шупашкарти килсӗррисен тата ӗҫсӗррисен социаллӑ адаптаци центрӗн директорне сӗтев илнӗ тесе шанмаҫҫӗ. Ӑна хӑйне хупса хунӑ, «Фольксваген Поло» ҫӑмӑл автомашинине арестленӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Манӑн хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ.
Респуьликӑри следстви управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, хайхи арҫын хӑйне пӑхӑнса тӑракан икӗ хӗрарӑмран пурӗ пӗрле 120 пин тенкӗ ытла сӗтев илнӗ. Ӗҫрен кӑларса ярасран хӑраса пӗри — 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗччен, тепри иртнӗ ҫулхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче шалӑвӑн пӗр пайне хуҫана парса тӑнӑ.
«Мой город Чебоксары» портал шутланӑ тӑрӑх, кунта сӑмах паянхи кун та ҫак должноҫе йышӑнакан Андрей Мякишев пирки пырать. Следовательсем уголовлӑ ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов акӑ мӗн пӗлтернӗ: панкрута тухнӑ «Чӑвашавтодор» предприятире ӗҫленӗ ҫынсене ӗҫ укҫине ҫитес ҫул парса татӗҫ.
Паянхи кун тӗлне илес тӗк, «Чӑвашавтодорӑн» парӑм пӗчӗкех мар: 54 миллион тенкӗ. Тепӗр тесен, утӑ уйӑхӗнче парӑм ҫакӑн чухлӗпех танлашнӑ.
Владимир Иванов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, халӗ предприятин пурлӑхне сутаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен чи пысӑк лота сутӗҫ. Унӑн хакӗ – 300 миллион тенке яхӑн.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тин ӗҫ укҫин парӑмне татӗҫ. Кунсӑр пуҫне «Чӑвашавтодорта» ӗҫленӗ 802 ҫын шалӑва вӑхӑтра тӳлеменшӗн процентсем илӗҫ. Парӑма нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗччен парса татмалла.
2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен муниципалитет ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи ӳсет. ЧР Финанс министерстви хатӗрленӗ постановлени проектне республикӑри норма право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет ӗҫченӗсен оклачӗ 1,04 хут ӳсет. Ку хула, район, ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене, вӗсен ҫумӗсене, администраци пайӗсен пуҫлӑхӗсене тата специалистсене пырса тивет. Оклада республика хыснинчи укҫапа ӳстерӗҫ.
Тӗслӗхрен, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн оклачӗ 33,1 тенкӗпе танлашӗ. Уйӑхсерен хавхалантаракан укҫана шута илес тӗк – 39,7 пин тенкӗ. Пӗлтӗрхи декларацие пӑхас тӑк, хула пуҫлӑхӗ 1,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
100-450 пин ҫын пурӑнакан хула е район администрацийӗн пуҫлӑхӗн оклачӗ 22,1 пин тенке ҫитӗ. Премисене шута илсен – 26,5 пин тенкӗ.
Чӑваш Ен ытти регион хушшинче ӗҫ укҫи енӗпе миҫемӗш вырӑн йышӑнать? Пӗлес килсен танлаштарӑма тишкермелле. Ӑна нумаях пулмасть хатӗрленӗ.
Шел те, Чӑваш Ен унта малтисен йышӗнче ҫук. Тӗпчев кӑтартнӑ тӑрӑх, Ямал-Ненецк автономи округӗнче пурӑнакансем пуринчен те ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ. Унта вӑй хуракан ҫынсен 24 проценчӗ уйӑхне 100 пин тенкӗ ытла илет. Иккӗмӗш вырӑнта – Чукотка. Виҫҫӗмӗш йӗркене Мускав йышӑннӑ.
Чӑваш Ен 69-мӗш вырӑнта ҫеҫ. Пирӗн республикӑра пурӑнакансен 0,78 проценчӗ ҫеҫ уйӑхне 100 пин тенкӗ ытларах шалу илет. 10 пин тенкӗрен сахалрах ӗҫлесе илекенсен йышӗ – 19,8 процент.
Ҫурҫӗр Кавказри республикӑсенче пурӑнакан ҫынсем чи сахал шалу илеҫҫӗ. Вӗсем танлаштарӑмра юлашки йӗркесене йышӑннӑ.
Шупашкарти тухтӑрсем чи нумай шалу илеҫҫӗ. Ӗненместӗр-и? «Avito Работа» пӗтӗмлетӗвне тишкерӗр.
Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫи 70 процент ӳснӗ-мӗн, Питӗрти, Екатеринбургри, Пермьри специалистсен шайне ҫитнӗ.
Экспертсем «Медицина, фармацевтика» категорири ӗҫ укҫине тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейри тухтӑрсем вӑтамран 35,5 пин тенкӗ шалу илеҫҫӗ. Шупашкарта вара вӑтам кӑтарту унран та пысӑкрах пулнӑ: 39,6 пин тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр вара ку кӑтарту 23,2 пин тенкӗ пулнӑ.
Омскари Брянскри медиксем вара сахал укҫа илеҫҫӗ: 17,8 пин тата 18 пин тенкӗ. ЧР Сывлӑх сылавӗн порталне тишкермесӗр хӑварар мар. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче Чӑваш Енри тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 35,1 пин тенкӗпе танлашнӑ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин сайтӗнче лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи ӳснӗ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑтам шалу 6,9 процент хӑпарнӑ. Ҫапла майпа республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи халӗ 23747 тенкӗпе танлашнӑ.
Производствӑра тӑрӑшакансем вӑтамран 26,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем вара уйӑхсерен 16,8 пин тенкӗ кӗсьене чикеҫҫӗ. Строительствӑпа ҫыхӑннӑ организацисенче вӑй хуракансем вӑтамран 23,4 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Курттӑмӑн тата ваккӑн сутакансене вӑтамран 20,5 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ӑслӑхӑх тӗпчевӗсемпе, компьютерпа, электричество хатӗр-хӗтӗрӗ производствипе тата ытти ӗҫпе ҫыхӑннӑ организацисенче пысӑк шалу сӗнеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн ӗҫ укҫине 10 процент чакарни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне ытти тӳре-шарана та шалӑвне пӗчӗклетме сӗннӗччӗ.
Депутатсем Элтепер сӗннине ырласа йышӑннӑ. Кун пирки парламент спикерӗ Валерий Филимонов Патшалӑх Канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ку улшӑну парламентра ӗҫлесе шалу илекенсене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсен ӗҫ укҫи хӑҫан тата мӗн чухлӗ пӗчӗкленесси пирки сӑмах пулман.
Аса илтерер: 2018 ҫултанпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ЧР Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ӗҫ укҫине 10 процент сахалрах илӗҫ. Хушӑва кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |